Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиум ларӑвӗ иртни пирки эпир сире __/news/3961.html|ӗнер пӗлтернӗччӗ__ — канашлӑва хупӑ мелпе ирттерме шухӑшланӑ хыҫҫӑн унтан пур «ют» ҫынсене те, ҫав шутра «Сӑвар ТВ» канал ӗҫченӗсене те, пӳлӗме пушатма ыйтнӑ.
Ҫапах та лару хыҫҫӑн конгресӑн вице-президенчӗ Иванов Владимир Александрович унта мӗнле ыйтусем сӳтсе явни пирки «Сӑвар ТВ» канала кӗскен каласа панӑ иккен. Тӗп ыйтусем хушшинче юпан 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ конгресс пухӑвне йӗркеллӗ ирттерсе ярассипе ҫыхӑннисем пулнӑ иккен — кама делегат тумалла, миҫе делегат пулмалла. Кама ҫӗн пуҫлӑх тӑвассине те тапратнӑ — президиума кӗрекен ҫынсем, иккен, Валерий Клементьева сӗнес шухӑшлӑ.
ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи __Портнов Константин Петрович__ кандидатсен шутне Архипова та кӗртмелле тесе сӗннӗ — вӑл хӑйне халь чиперех туять иккен, сывалнӑ. Анчах та ку ларура Архипов Геннадий Николаевич отпуска кайнӑ иккен — Константин Портнов каланӑ тӑрӑх ЧНК Президенчӗ 3 ҫул канман. Геннадий Николаевич отпускӗ аслӑ пухучченех тӑсӑлӗ, анчах та Владимир Иванов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх Президента ЧНК ҫуртне никам та килсе ҫӳреме чармасть.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |