Чӑваш Енӗн транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче хӑвӑрт ҫӳрекен чукун ҫулӑн чарӑнӑвӗсем ӑҫта пуласси пирки сӳтсе явнӑ иккен. Пӗри __Шупашкар районӗнчи__ __Мӑналта__ пулӗ, тепри — __Етӗрне районӗнчи__ __Полянки__ ял ҫумӗнче. Иккӗмӗшне суйланӑ чухне ҫак ял М7 ҫул ҫумӗнче пулнине шута илнӗ пулать.
Ларура транспорт министрӗ чукун ҫул иртме палӑртнӑ ҫӗрсемпе чееленсе усӑ курма пултарасси пирки те асӑннӑ — ку ӗҫе районсен администрацийӗсем ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ тесе шантарнӑ вӑл.
Аса илтеретпӗр: проекта 2018 ҫул тӗлне пурнӑҫа кӗртесшӗн. Пирӗн республика тӑрӑх вӑл маларах асӑннӑ районсемсӗр пуҫне __Муркаш районӗ|Муркаш__ тата __Сӗнтӗрвӑрри районӗ|Сӗнтӗрвӑрри__ районӗсемпе иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |