Ҫапла, ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра «Культура» ВГТРК ӳкерӳҫисен ушкӑнӗ ҫитнӗ, вӗсем республикӑра «Россия, любовь моя!» программа валли материалсем ӳкересшӗн. Паян ҫак ушкӑн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата информаци политикипе массӑллӑ комуникаци министрӗн ҫумӗпе Любовь Шемаринӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Россия, любовь моя!» (чӑв. ~~Ман кӑмӑла тивӗҫтерекен Раҫҫей~~) программӑна иккен РФ Президенчӗн «Об обеспечении межнационального согласия» (чӑв. ~~Халӑхсен хушшинчи ҫураҫулӑха тивӗҫтересси ҫинчен~~) Хушӑвне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хатӗрлеҫҫӗ. Программа ертӳҫи — Пьер-Кристиан Броше.
Ӳкерекенсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑт тӗлне пирӗн халӑхӑн тӗпелӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ иккен — вӗсене шӳрпепе хуран куклине епле хатӗрленине каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, чӑваш тумӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлнӗ. Малалли планра вара — «Кӗр сӑрипе» «Чӳклеме» йӑли-йӗркисене ӳкересси.
Пьер-Кристиан Броше шухӑшӗпе вырӑнти туризма аталантарас тесен культурӑна чи малти вырӑна лартмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |