Ӗнер, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, __Шупашкар__ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Мускав кӗперне реконструкци тӑвас ыйтусемпе вырӑна тухса канашлу ирттернӗ. ЧТФ «Мостоотряд — 41» тӗп инженерӗ Алексей Ладыкова кӗпере малалла усӑ курас тесен ӑна юсамалли пирки каланӑ — кӗпер усӑ курма юрӑхсӑррине палӑртакан кӑлтӑкӗсене те кӑтартнӑ. Инженер шухӑшӗпе кӗпере туллин улӑштарас умӗн маларах ирттермелли ӗҫсен планне пӑхса тухмалла.
Вӑл кӑтартнӑ планпа килӗшӳллӗн хӗл лариччен кӗпер ҫинчи тротуара тата ҫӗвӗ ҫийӗнчи ҫул хуплавне «шӑратнӑ» асфальтпа юсамалла.
Хыҫҫӑнхи этап — ҫӗвӗсене хӑйсене юсаси. Вӗсем юрӑхсӑрланӑ, ҫавӑнпа та канашлӑвӗн пайташӗсем кӗпере тӗпрен юсама пуҫличчен ҫӗвӗсене йӗркене кӗртме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫӗн планне проект институтне йӗркелеме шанса панӑ — ҫак институт хӑй вӑхӑтӗнче 2014 ҫулта ҫуркунне е ҫулла кӗпере реконструкцилес ӗҫӗн сметине хатӗрленӗ пулнӑ.
Аса илтеретпӗр, Мускав кӗперен тулли юсавне пӗрре куҫараҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫуркунне вара хула администрацийӗ кӗпере реконструкцилес ӗҫсене 2014 ҫулта пуҫарӑнасси ҫинчен каланӑ. Ҫирӗплетмен хыпарсемпе килешӳллӗн ҫӗнӗлне кӗперӗн сарлакӑшӗ 35 метр пулӗ, урапасем ҫӳремелӗх 6 йӗр таранах пулӗ, ҫуран утмалли пайсене 2,2 метр таран сарма планланӑ. Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх «Институт Татдорпроект» АУО туса ҫитернӗ проект варианчӗпе юпа уйӑхӗнче паллаштармалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |