__Шупашкарта__ пурӑнакан 23 ҫулхи хӗрарӑм саккуна улталаса хӑйне валли тупӑш кӳрессишӗн чее план шутласа кӑларнӑ. Вӑл пӗр паллакан 17 ҫулхи хӗре ача ҫуратма ыйтнӑ, анчах та ҫуратакан хӗрен докуменчӗпе мар, хӑйӗннипе. Хайхи 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн вара пӗр ача пулнӑ, тепӗр ача пулни ӑна амӑшсен капиталне илме май панӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх чее хӗрарӑм ҫав ҫавах социаллӑ тӳлеве ала илме пултарнӑ.
Ултавӗ вара ҫиеле ӑнсӑртран тухнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗн 17 тата 18 ҫулхи юлташӗсемпе ачан тӑван амӑшне тапӑнса ватнӑ хыҫҫӑн ҫаратнӑ пулнӑ имӗш. Шар курнӑ 17 ҫулхи хӗр вара полици управление кайса ӳпкелев хутне ҫырнӑ.
Паянхи кун виҫӗ хӗрарӑма та ҫынна хӗнесе ун пурлӑхне вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн 18 ҫула ҫитмен хӗре йывӑр айӑплӑ ӗҫӗ хутшӑнтарнишӗн те явап тыттарӗҫ. Амӑшсен капиталне ултавлӑ майпа илнӗшӗн пуҫарӑннӑ ӗҫе суда яма хатӗрлеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |