Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене __/news/2622.html|кӗнекен кӑларасси пирки__ те, ӑна илемлетме пуҫарнӑ __/news/2651.html|**«Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ»** ӳнер конкурсӗ пирки__ те пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шел те, ӳкерекенсем нумаййӑнах тупанмарӗҫ-ха — пӗртен пӗр __Вӑрмар районӗнчи__ __Тикаш__ тӗп шкулӗнчен 4 ӗҫ килчӗ.
Кӗнеке кӑларас ӗҫе эпир чӳк-раштав уйӑхӗсем тӗлне — «Чӑваш йӑмри» ӑмӑртӑва пӗтемлетиччен — вӗҫлесшӗн, ҫавӑнпа та, енчен те сирӗн хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан сирӗнтен, ачасем, пулӑшу кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, ӳнер ӑмӑртӑвне шкулта вӗренекен кашни ача хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫсене йышӑнас тапхӑра эпир кӑҫалхи **юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен** тӑсрӑмӑр.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хутне ҫеҫ ярса парӑпӑр. Кӗнекене вырнаҫма тивӗҫлӗ ӗҫ авторне эпир сӑвӑ-калав пуххине парнелӗпӗр.
Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: __http://docme.ru/fhx|**http://docme.ru/fhx**__ (pdf)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |