__Вӑрнар районӗнче__ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ сыхлакан ҫутҫанталӑк палӑкӗ пур — __Кӳлхӗрри кӳлӗ__. Вӑл __Кӳлхӗрри__ ялӗпе юнашар, __Вӑтам Ҫавала__ юхса кӗрекен __Ирар__ юханшыв ҫумӗпе вырнаҫнӑ. Нумай пулмасть ӑна епле упранине тӗпчеме Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин «Дирекция ООПТ» директор ӗҫне пурнӑҫлакан В.А. Яковлев тата __Калинин ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Людмила Иванова пырса кайнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем сӑнаса курнӑ тӑрӑх кӳлӗ хӗрринче ҫутҫанталӑк палӑкӗ пирки пӗлтерекен хӑма пур иккен (хайхи ватманнине, вӑрласа кайманнине тӗрӗсленӗ пулинех — хӑйсем тытса пыракан лаптӑкра мӗн пулса иртнине пӗлмеллех ентӗ). Ҫавӑн пекех ҫуп-ҫапа пуҫтарса тасатни сисӗннӗ. Ҫавах та тӗрӗслевҫӗсем хӑш-пӗр вырӑнта пуҫтарман ҫуп-ҫапа асӑрханӑ-асӑрханах — мӗн тейӗн, тирпейсӗр этемсем пирӗн пур ҫӗрте те тӗл пулаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |