__Шупашкарта__ мӗнле кӑна музей ҫук пулӗ? Тӗрлӗлӗхӗпе вӑл ытти чылай хулана ирттерет пулӗ. Вӗсен шутӗнче айӑплава пурнӑҫлакан федераллӑ служба тытӑмӗн музейӗ те пур. Нумай пулмасть унта хӑнара ЧППУ 5-мӗш курсӗнче пӗлӳ пухакан студентсем пулнӑ.
Музейре паянхи кун ҫакӑнта ӗҫлекенсем пухнӑ 300 ытла экспонат упранать. АПФСТ музейӗнчи 2 сехетлӗ экскурси «пуҫиле айӑплава пурнӑҫлакан ӗҫлекенсене ертсе пырасси» специализацие суйланӑ студентсемшӗн чӑн та усӑллӑ пулчӗ теме пулать — вӗсем служба ӗҫӗнчи чылай енӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Музейри экспонатсем те хӑнасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗҫ: тӗрмере ларакансемпе вӑрттӑн ҫыхӑну тытмалли мелсем (икӗ тӗплӗ пӗчӗк арча, ҫыру-пӗлтерӳ вӗҫтерсе яма пултаракан тапкӑч /арбалет/), тӗрмере ларакансем ӑсталанӑ тӗрлӗ ӳнер ӗҫӗсем тата ытти те.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |