Ермолаевӑн «Юрма» чӑх-чӗп фабрики __Шупашкар районӗ__ тӑрӑх юхакан __Йӑршу__ шывне вараланӑ. Кун пирки Шупашкар районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтерет.
Тӗрӗслевҫӗсем юханшыва 30 ҫухрӑм тӑршӗппе тӗпчесе тухнӑ — пулӑ виллисем чылай пулнине асӑрханӑ. Вӗсем шутласа кӑларнӑ пулӑсен шучӗ 1300-тен те иртнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юханшыври аммиак виҫи нормӑран 18 хут пысӑкрах пулни палӑрнӑ.
Ҫутҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхлав ӗҫӗсене чӑх-чӗп фабрики тахҫанах пӑрахӑҫланӑ — 20–30 ҫул каялла йӗркеленӗ каяш пухӑвне юсаман, тӗрӗслемен. Чӑх-чӗп пӑхне пула сиенленнӗ вӑрман та инҫетренех курӑнать. Йӑршу шывӗпе ҫынсем те выльӑх-чӗрлӗх те усӑ курнине шута илсен сиенӗ чӑн та пысӑк пулни палӑрать.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура чӑх-чӗп фабрикине каяш пуххине юсаманшӑн, сиен кӳнине пӗлсе тӑркӑчах нимӗн туманнишӗн айӑплать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |