Нумаях пулмасть __Елчӗк районӗнчи__ __Кушкӑ__ вӑтам шкулӗнчи «Теремок» ача пахчинче «Пирӗн ҫутҫанталӑка упрӑр!» девизпа экологи сехечӗ иртнӗ. Антоноа З.П. воспитательница шӑпӑлансемпе «Ҫутҫанталӑри илемлӗхе курма вӗренер» темӑпа калаҫу ирттернӗ пулнӑ. Зоя Прохоровна ачасене этемӗн пурнӑҫӗ таврари ҫутҫанталӑкран тытӑнса тӑни ҫинчен каласа панӑ. Лайӑх экологи лару-тӑрӑвӗ вара этем ҫунҫанталӑкра хӑйне мӗнлерех тытнинчен килессине тӗплен ӑнлантарса панӑ.
Ачасем илем тӗнчине кӗрсе ӳкрӗҫ. Воспитательница чечексем ҫинчен, сиплӗ курӑксем ҫинчен, вӗсемпе еплерех усӑ курасси ҫинчен те каласа панӑ. Шӑпӑрласем вара чечексем ҫинчен сӑвӑсем каланӑ, кӑсӑклӑ тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыранӑ, чечексен уйрӑмлӑхӗсемпе пӗрпеклӗхӗсене сӑнама вӗреннӗ, вӗсен илемлӗхӗпе киленнӗ.
Ачасем ҫак калаҫу хыҫҫӑн ҫутҫанталӑк ҫине урӑх куҫпа пӑхма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Тавралӑх илемне хакламаллине ҫирӗппен асра тытса юлчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |