Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкартан Мускава ҫӳрекен пуйӑс хакне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Тӗрӗсрех, экономика тӗлӗшӗнчен мӗнпур ене виҫсе хакласах йышӑннине палӑртӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем патне ҫапла тӗрӗслеме ыйтса республикӑн Экономика министерстви тухнӑ иккен. Асӑннӑ ведомство федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсенчи пуйӑс хакӗсене танлаштарнӑ. Ун валли министерство 100 ҫухрӑма илекен хаксене тӗпе хунӑ. Пирӗн патринчен хаклӑраххи Чулхула облаҫӗнче иккен. Ҫав вӑхӑтрах Пермь облаҫӗнче купе-вакуншӑн 25,7 процент йӳнӗрех тӳлеттереҫҫӗ-мӗн. Ӑренпур облаҫӗнче плацкартшӑн 18,9 процент йӳнӗ иккен.
__Шупашкартан__ Мускава каякан фирма пуйӑсӗнче плацкарт вакунри вырӑншӑн билет 2007 тенкӗ тӑрать, куперишӗн — 3200 тенкӗ, люкс номере суйласан 9434 тенкӗ тӳлемелле. Автобуспа Мускава вара 1000–1200 тенкӗпе те ҫитме май пур.
Пуйӑс хакӗ пирки сӑмаха авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республика праивтельствин ларӑвӗнче ҫӗкленӗ пулнӑ. Ун чух Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ __Михаил Игнатьев__ хаксене йӳнетес майсем пуррине сӳтсе явма яваплисене хушнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |