Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валентина Андреевна Иванова паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ хатӗрленӗ «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене 3000 экземплярпа «Чǎвашсен чаплӑ ҫыннисем — Замечательные люди Чувашии» ярӑмра пичетленӗ. Валентина Андреевна Иванова журналист хӑй вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш космонавтпа темиҫе хутчен те тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл, Чӑваш радио корреспонденчӗ, радиокӑларӑм валли Андриян Николаев космонавтран чи пӗрремӗш интервью илекенӗ. Хатлавра сумлӑ хӑнасем чылайӑн пухӑннӑччӗ. Залра космонавт ҫинчен ку таранччен пичетленнӗ кӗнекесен куравне те йӗркеленӗччӗ.
Чыслав Андриян Григорьевича халалланӑ хӑтлавран пуҫланчӗ. «Вӗҫ-вӗҫ куккук, вӗҫ куккук, вӑрман хӗрне ҫитиччен...» — чӗрене хумхантарать космонавтӑн юратнӑ юрри, куҫран куҫҫуль кӑларать, кӗҫех космонавт зала кӗрсе кӗнеке авторне тав тӑвассӑн туйӑнать. __Вӑрнар районӗнчи__ __Калинино__ вӑтам шкул ачисем космонавта, космоса халалласа литмонтажпа, сӑвӑ-юрӑпа куракансем умне тухса вӗсем те пултаруллӑ ӳснине кӑтартрӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Ю.А. Попов Валентина Андреевнӑна сумлӑ кӗнекешӗн чунтан тав турӗ. Юрий Алексеевич 1961-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна пӗрремӗш комонавта сума суса Юрий Алексеевич ят панӑ. Вӑл Андриян Григорьевич патӗнче хӑнара пулнине ӑшшӑн аса илчӗ.
__Чӑваш кӗнеке издательствин__ редакторӗ Валерий Алексеев, СССР Патшалӑхӗн Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн сотрудникӗ Эмиль Ургалкин, __Валери Туркай__ поэт, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Бойко тата ыттисем автора чунтанах тав турӗҫ — чӑн та ку кӗнекере космонавтпа ҫыхӑннӑ халиччен ниҫта та пичетленмен материалсем чылай, фотографисем, интервьюсем...
Чыславра шкул ачисем те хӑйсене хастар кӑтартрӗҫ. __Шуршӑлти__ ҫамрӑк космонавтсем, __Шупашкарти__ Николаев ячӗллӗ вуннӑмӗш шкул вӗренекенӗсем те чыслава хутшӑнакансене савӑнтарчӗҫ.
Ҫапла май чыслав ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесе ним мар ҫирӗплетме пулать.
__http://www.nbchr.ru/index.php?option=com_datsogallery&Itemid=1937&func=viewcategory&catid=726&startpage=1|**Сӑнсем**__ (33)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |