Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисем хушшинче иртекен «Президент ӑмӑртӑвӗсем» авӑнӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта пирӗн республика чысне хӳтӗлеме __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Атикассинчи__ вӑтам шкул команди шкулти физкультура учителӗ Светлана Петрейкина ертсе пынипе тухса кайнӑ.
Спортсменсем тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусенче вӑй виҫнӗ: темиҫе тӗрлӗ спорт спорт упражненине пӗрлештерекен ӑмӑрту, мини-футбол, ишесси, тулта баскетболла вылясси, бадминтон, сӗтелҫи теннисӗ, шахмӑт, дартс, «Хаваслӑ стартсем» эстафета, кунсӑр пуҫне ҫитес олимиадӑна халалланӑ теори ыйтӑвӗсене тӗрӗс ответлесси. Ӑмӑртусем хула тата ял командисем хушшинче уйрӑммӑн иртнӗ. Ҫӗнӗ Атикасси шкул команди Анапа хулинче иртекен ӑмӑртусене хутшӑннӑ 74 ялти шкулсен командисен хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Дагестан Республикинчи ушкӑн пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — Пенза облаҫӗн команди. Чыслав ыран иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |