«Вӗсен пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирӗннинчен ытла та уйрӑлса тӑрать, ҫавӑнпа та пӗрлештернипе ыйтӑва татса параймӑн. Вӗсенчен чылайӑшне чикӗ леш енне ямалла», — тесе каланӑ иккен Францин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен минситрӗ Манюэль Вальс. Куҫса ҫӳрекен ҫав халӑхӑн пӗчӗк йышӗ кӑна, министр шучӗпе, Францинче тӗпленсе пурӑнас кӑмӑллӑ.
Анчах асӑннӑ ҫӗршывӑн яваплӑ тӳре-шари ҫапла калани Евросоюз ертӳҫисене килӗшмен иккен — союзӑн юстици, никӗс прави тата гражданлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссарӗ Вивиан Рединг Парижӑн официаллӑ пайӗ чикансене ахальтен мар тапӑнать тесе каланӑ-мӗн. Комиссар шухӑшӗпе, хысна пирки сӑмах пынӑ чух хрантсуссем яланах чикансем пирки аса илеҫҫӗ. Халӗ тата, ав, ҫывӑх вӑхӑтра суйлав иртмелле.
Чӑн та, паян Франци правительстви ҫитес ҫул валли бюджет хатӗрленӗ, унта тулаш парӑм тулаш продуктӑн 95,1 проценчӗ таран йышӑнать иккен. Ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫӗршывра муниципалитет суйлавӗ иртемелле.
Рединг комиссар каланӑ тӑрӑх, чикансене пӗтӗҫтерме Европа влаҫӗсем асӑннӑ союза кӗрекен ҫӗршывсене ҫулсерен самай укҫа уйӑрса параҫҫӗ. Анчах Вальс министр лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫӳрекен чикансен ыйтӑвне татса парасси пирки хайхисем хӑш ҫӗршывран тухса каяҫҫӗ, ҫавсен пуҫ ватмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе кунта Румыни тата Болгари кӗреҫҫӗ. «Пурне те хамӑр патра йышӑнма эпир тивӗҫ мар», — касса татнӑ Франци министрӗ.
Анчах Вальс шухӑшне ырламаннисен шутӗнче Брюссель кӑна мар, хӑйӗнпе пӗр партире тӑракансем те пур-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |