Таса урамсем яла илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна ӑнланса, __Кивӗ Чукалти__ Пионерсен урамӗнче пурӑнакансем шӑматкунлӑх тума шутланӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем пурте пӗрле пухӑнса урамри шӑтӑк-путӑклӑ вырӑнсене кирпӗч катӑкӗсем, вакӑ чулсем тата шурӑ тӑм сарса тикӗсленӗ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах Г.Чамеев, С.Мердеев, И.Кувайский, Э.Карзанов, Н.Малеев, Н.Кириллов, Ф.Ильдяков, С.Малеев, В.Микушин, К.Карзанов хастар пулнӑ, хӑйсен тракторӗсемпе тата автомашинисемпе чул таврашӗ турттарнӑ, тикӗслетнӗ.
Пархатарлӑ ӗҫе вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Чамеев йӗркелесе пынӑ. Ку урамра пурӑнакансен ӗҫӗ __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ ытти ялсенче пурӑнакансемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнне пулмалла. Ара, тикӗс ҫулсем хайсемшӗнех лайӑх-ҫке-ха. Унсӑр пуҫне каласа хӑварас пулать — ялти ытти урамсенчи ҫулсене те кивчукалсем йӗркере тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Ав, уйӑх каялла, ҫурлан 16-мӗшӗнче Совет тата Партизан урамӗсенчи шӑтӑк-путӑка юсанӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |