Кемӗр облаҫӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнче чӑваш культурин паркӗ уҫӑлнӑ-мӗн. Ҫак ӗҫ валли вырӑнти хыснаран виҫӗ миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ пулать.
Паркӑн тӗп вырӑнӗнче чӑваш пурнӑҫ йывӑҫне сӑнлакан кӳлепе тӑрать. Кунтах — саксем, вӑйӑ вырӑнӗ, спорт лапамӗ. Ҫулсене те асфальтланӑ, чечек йӑранӗсем юнашар. Пӗр сӑмахпа каласан кунти чӑвашсем хӑйсене валли илемлӗ вырӑн йӗркеленӗ.
Парка Кузбасса пӗлтештерекен чӑваш культурин VI фестивалӗн кунӗсенче (ӑна 1995 ҫултанпа ирттереҫҫӗ) уҫнӑ. Пирӗн тӑрӑхран унта __Чӑваш наци конгресӗн__ президента пулӑшаканӗ Александр Иванов кайнӑ.
2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кемӗр облаҫӗнче 9,3 пин чӑваш пурӑнать — вӗсем унта облаҫӗн кашни кӗтесӗнче йӑва ҫавӑрнӑ теме пулать. Ҫав шутрах чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем те пур. Пушкино посёлокра, сӑмахран, чӑвашсем — ытларах пайӗ. Михайловка ялӗ вара Кемӗр облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗсенчен пӗри шутланать. Каласа хӑварас пулать: кӑҫал вӑл 105 ҫулне паллӑ тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |