Паян __Етӗрне районӗнче__ Йывӑҫ кунӗ иртнӗ. Унта район администрацийӗнче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсем администраци пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа пӗрле экологи акцине хутшӑнса уҫӑ сывлӑшра ӗҫленӗ.
Акцие районӑн тӗп экологӗ Людмила Прохорова ертсе пынипе ушкӑн скверсемпе парксенче йӗрке тунӑ. Ҫӗнтерӗве 30 ҫул ячӗллӗ, М. Гущина, Первомайски урамӗнче йывӑҫ лартнӑ. Ҫамрӑксен «Эка — Раҫҫейӗн симӗс юхӑмӗ» юхӑм пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Акци вӑхӑтӗнче __Етӗрнере__ пӗтӗмпе 100 ытла туя, ҫӑка, пилеш лартнӑ. Район администарцийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче те ирттереҫҫӗ-мӗн.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2615721|**Сӑнсем**__ (34)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |