__Чӑваш кӗнеке издательствинче__ ачасем валли чӑвашла ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн ячӗ — «Кайӑка юратнӑ ту». Юмах авторӗ — америка ача-пӑча ҫыравҫи Элис МакЛерран.
Юмаха автор 1985 ҫулта ҫырнӑ. Халиччен ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш чӗлхи ҫав списокра 26-мӗш. Юмахӑн тӗп паттӑрӗ — Джой кайӑк, чӑвашла ӑна «Савӑк» тесе чӗнеҫҫӗ.
Кӗнеке авторӗ, антропологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Элис МакЛерран ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, ҫуран та утнӑ. Вӑл тусене ялан юратнӑ. «Кайӑка юратнӑ ту» юмах шухӑшӗ анлӑ: унта туслӑх енне ӑнтӑлни, юратупа шанчӑклӑх вӑйӗ, ҫак тӗнчери кӗске пурнӑҫ.
Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли халалланӑ кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла тӗлӗнмелле маттур ҫамрӑк — пултаруллӑ дизайнер, фото ӑсти, нумай чӗлхе пӗлекен, информаци технологийӗсене ҫӑмӑллӑн шӗкӗлчекен __Муркаш район__ каччи Виктор Бычков куҫарнӑ. Ӳкерчӗксемпе кӗнекене И.Е. Калентьева илемлетнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |