__Шупашкар__ хулин __Ленин районӗнче__ Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа хӑйне евӗр акци йӗркеленӗ. «Ырӑ кӑмӑл тата хисепе — киле» ят панӑскере волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пахча ҫимӗҫ туянакан ватӑсене ҫав тавара киле йӑтса ҫитерме пулӑшӗҫ. Акцие асӑннӑ районӑн Ҫамрӑксен правительстви йӗркеленӗ.
Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех пуҫарнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Аслӑ, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан шкулсенче вӗренекен ҫамрӑксем кашни канмалли кунах ирхи тӑхӑр сехетрен пуҫласа тӗп хуламӑрти «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче пулӗҫ. Унта хальхи вӑхӑтра «Кӗр парни — 2013» ял хуҫалӑх ярмӑркки иртет. Пулӑшу кирлӗ пулсан ҫамрӑксем ватӑсене пахча ҫимӗҫе киле илсе пырса парӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |