Криминалпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вуласан тек тӗлӗнмелли пулмассӑнах туйӑнать. Ҫук вӗт, тем шухӑшласа кӑларакан та, тем хӑтланакан та пур.
Акӑ, ҫак уйӑхра __Канашра__ пулса иртнӗ тӗслӗх. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ. Тепӗр кунне 24-ри каччӑ (эх, мӑнтарӑн тесси кӑна юлать) ӳсӗр пуҫпах руль умне ларса тухнӑ. Тата машини хӑйсен те пулман. Проката илнӗскер. Унпа пӗрле арӑмӗ те пулнӑ. Нумай кайнӑ-и, сахал-и, анчах часах __Канашри__ автостанци хуралтине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна асӑрханӑ хуралҫӑ полицейскине пӗлтернӗ. Каччӑ машинине лартсах вырӑнтан тарса пытаннӑ. Хуҫасӑр машинӑна курса йӗрке хуралҫисем эвакуатор чӗнтернӗ. Машинӑсӑр тӑрса юлассине ӑнланнӑ каччӑ сиксе тухнӑ. Транспорта тиеттересшӗн килменнипе хирӗҫме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл йӗрке хуралҫисенчен пӗрне пуҫӗпе ҫапнӑ. Савнӑ ҫыннине хӳтӗлеме ҫамрӑк арӑм та пырса ҫитнӗ. Ӳсӗр пулин те упӑшкишӗн кар тӑрнӑ вӑл. Халӗ хӗрсем артан ирттереҫҫӗ те, полицейскисене хӗрарӑм ним мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йӗрке хуралҫипе ҫапӑҫнӑшӑн ӑна маларах та условлӑ майпа айӑпланӑ пулнӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |