Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. ~~Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури~~) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |