Пӗтӗм тӗнчери Ватӑсен кунне чи малтан 20-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Скандинавире уявлама пуҫланӑ, унтан — Америкӑра. ООН йышӑнӑвӗпе ӑна юпан 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пирӗн ҫӗршывра ку уява 1992 ҫултанпа уявлаҫҫӗ.
__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Штанаш ял тӑрӑхӗнче__ те ку уява ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Ватӑсене вырӑнти шкула хӑнана чӗннӗ. Ватӑсене саламлама районти пенсии фончӗн пуҫлӑхе Алина Ежеева тата администрацирен Алекскй Магаськин хутшӑнчӗҫ.
__Штанашри__ культура ҫуртӗнчи ял библиотекарӗ Надежда Павлова ватӑсене халалласа хӑтлав хатӗрленӗ. Сӑнӳкерчӗксем ҫинче 2013-мӗш ҫулхи юбилярсем. Кӑҫал 60 ҫул тултарнӑ е тултаракансем, вӗсем пурӗ виҫҫӗн: Дерюжин Андрей Михайлович, Захаров Николай Егорович, Русскова Валентина Андреевна.
Трофимов Александр Павловичпа Молярова Зоя Демьяновна — 65 ҫул тултараҫҫӗ. 75 ҫулхисем — Удиванова Елена Дмитриевна, Стеклов Геннадий Афанасьевич, Зотов Анатолий Федорович, Волкова Мария Тихоновна, Пахинова Роза Елисеевна, Логинов Николай Петрович, Ухлинова Анна Васильевна тата Софронова Елена Алексеевна.
80-рисем те пур Штанаш тӑрӑхӗнче: Иванова Ольга Петровна, Осеев Виктор Васильевич, Федорова Дарья Константиновна, Кондратьев Николай Иванович, Николаева Раиса Николаевна, Сендюков Александр Афанасьевич тата Пашкова Нина Михайловна.
85 ҫулхисем: Арсенкина Евдокия Ивановна, Мартынова Лидия Петровна, Сидорова Анна Тихоновна, Ухлинова Марфа Максимовна, Гаврилова Марфа Илларионовна, Яковлева Ольга Алексеевна, Савельева Василиса Петровна, Зотов Вениамин Федорович тата Сидоров Илья Михайлович.
Икӗ ҫын 90 ҫула ҫитнӗ: Манина Зинаида Федоровна, Русскова Зинаида Филипповна. Савельева Пелагея Яковлевнӑпа Евдокимова Анне Тихоновна — 95-ре!
Ӑсӑннӑ ятсем хушшинче салтак арӑмӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртен пуҫласа каҫчен ӗҫленӗ ветерансем. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗрлӗ награда илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Пухӑннисене Алексей Магаськин, ял пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова, шкул директорӗ Вера Парикова чунтан саламларӗҫ, ырлӑх сывлӑх, пурнӑҫра телей сунчӗҫ.
Шкул ачисем хӑнасене пӗчӗк концерт лартса пачӗҫ, ташӑ-юрӑпа саламларӗҫ, чечексем парнелерӗҫ. концерта кашни класс хутшӑнчӗ. Уява 8-мӗш класра вӗренекен Арина Сидоровӑпа Диана Майорова ертсе йӗркелесе пычӗҫ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/153249|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |