__Шупашкар район__ ҫынни Украинӑри Харьков хулин хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫак чыса асӑннӑ районти Якимово (1961 ҫулта Шупашкар хулине кӗнӗ) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Карпеев тивӗҫнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн вӑл Шупашкарти аэроклуба ҫӳренӗ, унтан Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫех Карпеев та вӑрҫа лекет. Самолетпа вӑл 310 хутчен сывлӑша ҫӗкленнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Карпеев авиацин генерал-майорӗ ҫар авиацийӗ валли специалистсем хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Афганистанра командировкӑра пулнӑ.
Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те Михаил Карпеев общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |