Хыпар ҫырма ларнӑ чух криминал пирки сахалтарах пӗлтерес тесе кашнинчех хама хам калатӑп. Ҫук вӗт, тӗлӗнмелли тупӑннӑҫемӗн тупӑнсах тӑрать. Акӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри. Хӑть тӳнсе кай!
Ӗҫӗ-пуҫӗ __Тӑвай районӗнчи__ __Кивӗ Пуянкасси__ ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗр кунхине лавккаҫӑ ӗҫрен тухнӑ чух ҫӑра уҫҫине те ҫӑрара хӑварать, те утнӑ чухне ӳкерет. Анчах уҫҫа шӑпӑрлансем асӑрхаҫҫӗ те лавккана уҫса кӗреҫҫӗ. Пӗри кӑна шкула тин кӑна кайма пуҫланӑ шӑпӑрлан пулнӑ, ыттисем тата кӗҫӗнрехскерсем. Хайхисен пуҫӗнче мӗн шухӑш иккенӗ паллӑ ӗнтӗ — пылак ҫисе пултӑр. Анчах аслӑраххи укҫа мӗнне пӗлнӗ. Вӑрӑ-хурахсем пирки кӑтартакан киносене куркаланӑ курӑнать. Кассӑна чавсипе ҫапса уҫать, унтан ҫанӑпа тытса 5 пин тенкӗ укҫа кӑларса илет. Ҫанӑпа тытни вӑл алӑ йӗрне хӑварас килменнине пӗлтерет-ха ӗнтӗ.
Лавккаран тухнӑ чух пӗчӗкскерсем хӑйсен ял арҫыннине асӑрхаҫҫӗ. Вӑрланӑшӑн вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Айӑпа ҫавӑн ҫине йӑвантарма шут тытаҫҫӗ те хайхисем. Аслисене шӑпӑрлансем ҫав арҫын лавккаран тухнине куртӑмӑр тесе ӗнентереҫҫӗ. Юрать-ха, йӗрке хуралҫисем айӑпли пур-ха, вӑрра шырамалла мар тесе хайхи арҫынна йӑпӑр-япӑр хупса хуман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |