Ӗнер __Патӑрьел районӗнче__ ҫӗнӗ шкул уҫӑлни пирки __/news/4119.html|эпир хыпарланӑччӗ__. Тӗрӗссипе, шкул кӑна мар, ача-пӑча пахчи те ӗнер уҫӑлнӑ. Вӑл __Канашра__ ӗҫлеме тытӑннӑ.
«Хутӑш енлӗ 19-мӗш ача-пӑча пахчи» ят панӑ учреждение хута янине пула Канашра 3 ҫултан аслӑраххисем черетре тӑракан шӑпӑрлансем юлман та иккен. «Раҫҫей Президенчӗ шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине кайма черет тӑракансен черетне пӗтерме тӗллев лартни пурнӑҫланса пырать», — тенӗ ача-пӑча пахчине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ятпа ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. «Эпӗ сирӗн ачӑрсемшӗн хавасланатӑп», — палӑртса хӑварнӑ Михаил Васильевич.
Канаш хула администрацийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Людмила Иванова юлашки 22 ҫул хушшинче хулара ҫӗнӗрен ача-пӑча пахчи туса лартни халӗ пӗрремӗш хут иккенне асӑнса хӑварнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2618444|**Сӑнсем**__ (26)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |