М7 ҫул __Шупашкара__ кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене __Карачура__, __Ҫӗнӗ Лапсар__, __Кӳкеҫ__ витӗр чуптарасшӑн мар.
Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне __Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче__ сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе __Лапсар ял тӑрӑхӗн__ ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул __Ассакасси__ ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул __Ҫӗньял__ енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх __Толиккассине__ ҫавӑрса илсе __Апаш__ патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.
Сарапакасси ял тӑрӑхӗн ҫыннисем, вӗсен лаптӑкӗ питех те пыса тивменрен пуль, ытлашшиех хирӗҫ пулман имӗш. Малалла кунашкал тӗлпулусем Атайкасси, Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсенче иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |