__Красноармейскинчи__ вӑтам шкул 25 ҫул тултарни пирки __/news/4129.html|ӗнер эпир пӗлтернӗччӗ-ха__. Эрне кун, ав, __Шупашкар районӗнчи__ __Кӳкеҫри__ лицей та чӗрӗк ӗмӗр тултарнӑ.
Хӑйӗн вӗренӳри ҫитӗнӗвӗпе ку шкул чӑннипех те мухтанма пултарать. Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче лицей ачисем районти предмет олимпиадисенче 531 хутчен малти вырӑна тухнӑ, ҫав шутран 245-ӗшӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унта пӗлӳ пухнисем республикӑра 31 хутчен пӗрремӗш пулнӑ, Раҫҫейре — 1 хутчен. Лицей ачисем биологи, хими, информатика, математика, технологи, вырӑс чӗлхи, __чӑваш чӗлхи__ тата физкультура енӗпе вӑйлӑ.
25 ҫулта шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ икӗ пин ытла ачаран 64-шӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ, 96-шӗ — кӗмӗле.
Эрнекун лицеистсем уява пухӑннӑ. Вӗсене тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем саламланӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2620105|**Сӑнсем**__ (30)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |