Республикӑн Наци вулавӑшӗнче чӑваш музыка пӗлӗвне йӗркелекенӗн, __Михаил Кондратьев__ профессорӑн, академикӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав ятпа унӑн ӗҫтешӗсем, тӳре-шарасем тата ыттисем пухӑннӑ.
Михаил Кондратьев Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнче ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ятне малтанласа тивӗҫнӗ ӑсчах. Вӑл тӗрлӗ енлӗ тӗпчевҫӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Михаил Кондратьев Хусанти консерваторине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑниччен пирӗн Юрий Илюхин музыковед кӑна пулнӑ.
Михаил Григорьевич 1948 ҫулта Владивосток хулинче инженер-строитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Григорий Ильич, __Шупашкар районӗнчи__ __Хачӑкра__ ҫуралнӑ.
Михаил Кондратьева паян чӑваш ӳнерӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Вӑл музыка пӗлӗвӗн чӑваш шкулне йӗркелекенӗ шутланать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2620509|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |