Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» уява йыхравлать. Праҫник ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Унта ҫитес тесен «Тушински» метрора тухмалла. Уява чӑваш юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем хутшӑнмалли пирки пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫурчӗн фойинче вара «Букет Чувашии», «Акконд» кондитер хапрӑкӗ, __Вӑрнарти__ аш-какай комбиначӗ хӑйӗн продукцийӗн куравне йӗркелӗ.
Уяв концертне тӳлевсӗр кӗреймӗн паллах. Билет хакӗ 400 тенкӗ тӑрать. Ку вӑл вӑй питтисем валли. Пенсионерсене 300 тенкӗпе кӗртеҫҫӗ, студентсене — 250-па. Анчах хӑв тивӗҫлӗ канура е аслӑ шкулта пӗлӳ туптанине ӗнентерме ятарлӑ хут кӑтартмалла.
«Кӗр сӑри» тесе хитре ят панӑ уяв пирки пӗлтернинче халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ епле мероприяти иртессине асӑнман-ха. Кирек епле пулсан та пӗрле пухӑнни паха — вӑл та ҫынсене туслаштарать-ҫке.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |