Чӑвашсен культурипе, чӗлхипе, этногенезӗпе пирӗн республика ҫыннисем кӑна мар Мускавсем те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн тӗп хулинче хӑйӗн ӗҫне тӳллевсӗр чӑваш шкулӗ пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятийе Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ панӑ ирекӗпе Чӑваш Республика элчи — Леонид Волков — ирттернӗ. Вӑл итлекенсене чӑваш халӑхӑн этногенезӗпе историйӗ ҫинчен каласа панӑ, наци культурин, ҫырулӑхӑн, юрӑ-кӗввин уйрӑмлӑхӗсене уҫса панӑ тата __чӑваш чӗлхин__ этимологине ӑнлантарса панӑ.
Малашне, ҫулталӑк тӑршшӗпе ятарлӑ курссен преподователӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетне пӗтернӗ Евгений Степанов пулать. Асӑннӑ курссене усламҫӑсем, журналистсем, менеджерсем, вӗренекенсем, шкул ачисем, ҫав хушӑрах Мускав авиаци институчӗн аспиранчӗсем тата Мускавпа Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Пӗтӗм Раҫҫей тулаш суту-илӳ академийӗн вӗрентекенӗсем ҫырӑннӑ.
Итлекенсем шутне 15 ҫултан пуҫласа 50 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисем кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |