Кӑҫалхи ҫул ҫанталӑкӗ хресчене хытах такӑнтарчӗ ҫав. Тунтикун тӗш тырӑ вырмалли 2,5 пин гектар ҫинче выртать иккен. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми кӑлармалли — 3,2 пин гектар. Юлашкинчен каланине процент ҫине куҫарса пӑхсан, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн 69,5 процентне кӑларни курӑнать. Тухӑҫ та пысӑках мар — гектар пуҫне 149,5 центнер тухать. Пӗлтӗр ку кӑтарту 187,6 центнерпа танлашнӑ.
Ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ, ҫанталӑк уяртнине кура, канмалли кунсенче палӑрмаллах вӑйланнӑ. __Пӑрачкав районӗнче__ ӑна кӑларса пӗтернӗ. Кунсӑр пуҫне __Йӗпреҫ районӗ|Йӗпреҫ__, __Шӑмӑршӑ районӗ|Шӑмӑршӑ__, __Елчӗк районӗ|Елчӗк__ районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче ӗҫленӗ. Тепӗр чух палӑртар — ку вӑл тунтикун тӗлнехи цифрӑсем. Чи пысӑк лаптӑк __Патӑрьел районӗ|Патӑрьелпе__ __Комсомольски районӗ|Комсомольски__ районӗсенче иккен.
Пахча ҫимӗҫе мӗнпур лаптӑкран 64 процентне пухса илнӗ. Хӑмлана вара татса пӗтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |