Ыран К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Атнер Хусанкай 65 ҫул тултарнине халалланӑ уяв иртмелле.
__Хусанкай Атнер Петрович|Атнер Петровича__ пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Тусу камне кала та эс камне калӑп теҫҫӗ вырӑссем. Эпир вара Атнер Петрович пирки «Аҫу-аннӳ ятне кала та...» теме хӑйӑпӑр. Ҫапла, Атнер Хусанкай — чӑваш халӑх поэчӗн __Петӗр Хусанкайӑн__ тата СССР халӑх артисткин __Вера Кузьминан__ ывӑлӗ.
Атнер Хусанкайпа паллаштарассине унӑн ашшӗ-амӑшӗнчен пуҫлани хӑй вӑл ятсӑр-сумсӑр ҫын пулнине, ашшӗ-амӑшӗн ятне асӑннипе кӑна ҫӗкленнине пӗлтермест-ха. Мӗн-ма тесен Атнер Хусанкай — паллӑ литература критикӗ, публицист. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Ленинградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи тухӑҫ факультетӗнче «Араб филологийӗ» специальноҫа алла илнӗ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Востоковеденин институтӗнче аспирантурӑра пултарулӑха туптанӑ. Атнер Петрович Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑр наципе культура юхӑмне чылай тӳпе хывнӑ. Чим-ха, мӗншӗн иртнӗ вӑхӑтра каларӑм-ха? Капла туни тӗрӗс мар-ҫке — ун йышшисен тӳпи паян та тӗлӗнмелле сисӗмлӗ. Юрӗ, тӑршшӗпех асӑнса каймӑпӑр. Лайӑхрах пӗлес тесен ыран кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланакан уяв каҫне ҫитме васкӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |