Паян, юпан 9-мӗшӗнче __Шупашкар районӗнче__ чӗретлӗ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Республикӑри ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх М-7 трассӑн федераллӑ лаптӑкӗнче 4 фурӑпа кроссовер пӗр-пӗрин ҫине тӑрӑннӑ. Хӑрушлӑ инкек пӗр урапаҫӑ пурнӑҫне татнӑ.
Ҫул-йӗр инкеке 9:30 сехетсенче __Лапсарпа__ __Мӑн Карачура__ ялӗсем хушшинче сиксе тухнӑ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх, 2 фура Карачура еннелле ҫулпа пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн Suzuki Grand Vitara маркӑллӑ машина пынӑ, ун хыҫҫӑнах тепӗр фура пынӑ. Темле самантра ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухнипе урапасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ, вӗсен шутӗнче хайхи 3 фурӑпа иномарка та пулнӑ, юлашки фурӑн водителӗ вара хӑйӗн «тимӗр лашине» чарайман. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӑл кроссовер ҫине кӗрсе кайса урапана лапчӑтса лартнӑ. Хытӑ ҫапӑннине пула кроссовер малта пыракан фура айне кӗрсе кайнӑ.
Иномарка водителӗ инкек тухнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Аварийе пула трасса ҫинче тата тепӗр пысӑк пӑкӑ йӗркеленнӗ. Урапасен ҫӳревне йӗркелеме ДПС хушма вӑйӗсене хутшӑнтарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |