Ҫапла, паян __Муркаш район__ судӗнче __Илле Иванов__ тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.
Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — __Муркаш районӗн__ тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.
Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.
Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ __чӑваш чӗлхине__ хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |