Паян __Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ__ черетлӗ хут чаршав уҫрӗ. Юлашки ҫулсенче ҫирӗп йӑлана кӗнӗ пекех кӑҫал та театрӑн сезонӗ Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлчӗ.
«Ывӑнтарчӗҫ ӗнтӗ унпа пӗр вӗҫӗм уҫса-хупса», — текенсем те пуррине пӗлсе тӑнӑран хамӑн та ҫапла шухӑшлас кӑмӑл малтанланса амалланнине пытарам мар. Анчах залра ҫутӑ сӳнет те «Ҫич уй урлӑ ҫул курнать — эпир каяс ҫул мар-ши?» — тени янӑраса каять те вилӗмсӗр «Ялта» драмӑпа пуҫласа тӗрӗсех тунине ӑнланса илетӗн. Ҫапла. Классика классиках ҫав ӗнтӗ. Тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫумне артистсен вӑййине, тумтирӗпе стенӑна епле илемлетнине, юрри-ташшине, ҫутӑ вылявне кӗрт те тек нимӗн те хушса калаймӑн.
Спекталкь пуҫланас умӗн куракансен умне театрӑн илемлӗх ертӳҫи __Валерий Яковлев__ сцена ҫине тухрӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗнӗ сезонти плансемпе паллаштарчӗ. Ун пирки эпир __/news/3798.html|маларах пӗлтернӗччӗ__. Ҫӗнӗрен ҫакна кӑна хушса калас: «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑпа театр куракансене ҫак уйӑхрах, 17-мӗшӗнче, савӑнтарӗ. Ытти шухӑш-тӗллев пирки эпир сире маларах пӗлтернине кура тепӗр хутчен асӑнмӑпӑр.
Кӑҫал туса ирттернине илес тӗк, авӑн уйӑхӗнче театр Мускава икӗ кунлӑх гастроле кайса килнӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80-мӗш ҫулӗсенче икшер-виҫшер эрне те пулнӑ та, анчах халӗ апла ҫӳреме йывӑр — укҫа-тенкӗ самай кирлӗ. Юрать-ха, республика хыснинчен «кӗмӗл» уйӑрнӑ, тепӗр пайне пуянсем пулӑшнӑ. Екатеринбургра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери театр фестивальне ҫитсе килме те вӗсем тӗкӗ кӳнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |