__Канаш__ хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.
Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.
Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.
— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне __Канашра__ та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.
Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |