Паян, юпан 10-мӗшӗнче «Чӑваш наци телевидени — Чǎваш Ен» 2 ҫул тултарнӑ. Ҫак кун ӗнтӗ, 2011 ҫулта наци телевидени хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Ҫак икӗ ҫул хушшинче канал республика ҫыннисемшӗн кулленхи хыпарсем ҫинчен пӗлсе тӑмалли паха ҫӑлкуҫ пулса тӑчӗ. Телевидени пурнӑҫӑн пур енне те ҫутатса парать, вӗсем шучӗнче ялти пурнӑҫ, республикӑри влаҫ органӗпе палата ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑхсем хушшинчи туслӑх, экономика, культура тата спорт.
Иртнӗ ҫулсенче Наци телевидени самай пӗлтерӗшлӗ ӳсемсем турӗ. Икӗ ҫул хушшинче телекомпани 10 тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртрӗ, вӗсем хушшинче телепрограмма ярӑмӗсем — «Тӗплӗ калаҫу», «Туслӑх йывӑҫӗ», «Ҫӗр туртӑмӗ», «Аван-и?», «Яш чух, ҫамрӑк чух», «Эх, юррӑм янӑра», «Правительственная связь», «По существу», «Главный вопрос», «Летопись столицы», «Бухты-барахты», «Знакомые лица», «Без рецепта», «Деловая Чувашия», «Качество», «Время вкуса» тата ытти те. 2012 ҫулта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен республика конкурсӗнче телекомпани «Ылтӑн ҫӳпҫерен» («Из золотого ларца») тата «След в истории» телепроекта пурнӑҫа кӗртме ятарлӑ грант ҫӗнсе илнӗ. Телевиденийӗн хӑйӗн кулленхи «калаҫӑвӗн» калапӑшӗ паяна ик сехет ҫурӑ (18.30 сехетрен пуҫласа — 21.00 сехет таран), кану кунӗсенче вара 3-шер сехет.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче республикӑра Наци телевиденийӗн зонине чиккине анлӑлатас тесе ятарлӑ ӗҫсем пуҫарса янӑ. Часах телеканалӑн кӑларӑмӗсене __Канаш__, __Етӗрне__, __Ҫӗмӗрле__, __Улатӑр__, __Йӗпреҫ__ хулисен тата __Вӑрнар__ поселокӗн кабель телевиденийӗн абончӗсен курма май пулӗ.
Чӑваш Енӗн Мининформполитики телекомпанийӗн ӗҫ коллективне саламлать, малашне те ӗҫ ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ аталанса пырасса шанать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |