Паян, юпан 10-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх тетеле йӗркелесе яраканӗ — Павел Дуров — хӑйӗн 29 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унсӑр пуҫне паян «ашшӗпе» пӗрлӗ хӑйӗн паллӑ датине «Контактра» уявлать — халӑх тетелне хута янӑранпа 7 ҫул та ҫитнӗ иккен. Усӑ куракансен шучӗн эквиваленчӗн ҫаврӑнӑшӗн кӑтартӑвӗ пӗтӗм тӗнчипе 50 миллион ҫын таранах ҫитет. Раҫҫей ҫӗршывӗнче ҫак тетел чи паллисенчен пӗри.
Хӑйсен юратнӑ сайтӑн пуҫараканне тетелте ларакансем хӑйне майлӑ саламлама шутланӑ. Палламан ҫынсем каҫхине «Контактра» штаб-хваттере хирӗҫ лараканӑн ҫурт тӑринче «Мана килӗшет» «29» килешӳ паллине ӳкерсе хунӑ.
Асаилтеретпӗр, кӑҫал ҫак халӑх тетелӗ чӑвашланма ӗлкӗрчӗ — «Хавал» хастарӗсем тӑрӑшнипе унта __/news/2706.html|чӑвашла интерфеспа туллин__ усӑ курма майсем тупӑнчӗҫ. Унччен, Раҫҫейри вакрах халӑхсен чӗлхисене илес пулсан, тутарла, ҫармӑсла, удмуртла пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |