Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Нумай енлӗ талант» пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна Атнер Петрович Хусанкай 65 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ.
Литература музейӗн залӗнче халӑх тулли пухӑннӑччӗ — Атнер Петровича саламлама ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем ҫитнӗччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен те, чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен те, ытти учрежденисенчен те ӑшӑ сӑмахсем илтрӗ юбилярҫӑ. Николай Фомиряков вара хӑйӗн икӗ ӳкерчӗкне парнелерӗ. Тепӗр ӳкерчӗк «Тӑван Атӑл» коллективӗнчен пулчӗ.
__Хусанкай Атнер Петрович__ 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вера Кузьмина чӑваш халӑх артисткипе Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх сӑвӑҫин ывӑлӗ вӑл.
1966–1972 ҫулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, 1973–1976 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1978–1990 ҫулсенче Атнер Хусанкай Чӑваш патшалӑх университечӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче чӗлхе пӗлӗвӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.
Хусанкай Атнер Петрович Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш Президенчӗ, хальхи вӑхӑтра ҫак организацире хисеплӗ Президент вырӑнӗнче.
1989 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премиӗн, 1998 ҫулта Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премиӗн лауреачӗ пулнӑ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/153492/|**Сӑнсем**__ (31)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |