Паянхи кун тӗлне илсен, пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсен 99,9 процентне; мӗнпур шкулпа ача пахчине; сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен 99,6 процентне ӑшӑ ҫитнӗ. Мӗнпур ҫӗре ӑшӑ панӑ 23 муниципалитет хушшинче республикӑн Стройминӗ Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑннӑ.
Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ӑшӑсӑр нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе социаллӑ сфера обьекчӗсем те пур мӗн-ха. __Элӗк районӗнче__ 3 хваттерлӗ пӗр ҫурта ӑшӑ ҫитмен. Ӗҫ-пуҫа унта юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. __Ҫӗмӗрлере__ пӗр котельнӑй ӗҫлемен пулнӑ та, анчах паян каҫ пулнӑ ҫӗре вӗҫлеме палӑртнине шута илсен халӗ унта ӑшӑ ҫитнӗ-тӗр тес килет. __Патӑрьел районӗнче__ нумай хваттерлӗ 3 ҫурта ӑшӑ паман-ха. Унта газшӑн парӑм 3,35 миллион тенкӗ таран пухӑнса кайнине пула асӑннӑ ресурса парасси пирки килӗшӳ тӑвайман иккен.
Тепӗр ҫуртсенче вара хваттерсене уйрӑммӑн ӑшӑтмалла тӑвассипе малалла ӗҫлеҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |