Ӗнер __Хусанта__ 1552 ҫулхине хулана хӳтӗленӗ ҫынсене астӑвассин кунӗ иртнӗ. Яланхи пекех унта кӳршӗллӗ халӑхсем те пухӑннӑччӗ, вӗсем шутӗнче — чӑвашсем те.
Тимӗр Акташ журналҫӑ каласа панӑ тӑрӑх халӑх пухӑвне пурӗ 400–500 (теприсем 300–400 пирки пӗлтереҫҫӗ) ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Ытти ҫулсенче ытларах та пулнӑ пулӗ, анчах кӑҫал ҫумӑр та ҫурӗ, ҫанталӑкӗ те ӑшах пулмарӗ.
Пухӑва Тутарстанран «Азатлык» (чӑв. ~~Уҫӑмлӑх, Ирӗклӗх~~) ТҪП, «Алтын Урда» (чӑв. ~~Ылтӑн Урта~~) тутарсен патриотла фрончӗ, «Правые татары» ушкӑн килнӗччӗ. Мари Элтен «Марий ушем» (чӑв. ~~Ҫармӑссен пӗрлешӗвӗ~~) ушкӑн элчисем пулнӑччӗ.
Чӑвашран ку пухӑва Тимофеев Владимир, Эдуард Мочалов, Илья Алексеев тата ыттисем ҫитнӗччӗ. Пухура чӑвашсем те тухса сӑмах каларӗҫ — Эдуард Мочалов пухӑннисене нумай пулмасть вӗҫленнӗ Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ ӗҫ пирки каласа пачӗ, чӑваш чӗлхине хӳтӗленишӗн айӑплани пирки пӗлтерчӗ.
**Сӑнсем**: __http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/371992/|Тимӗр Акташ сӑнӗсем__ (10), __http://vk.com/tatar_bozqurd?z=album-33229623_181025693|«Правые татары» ушкӑнӗнчи__ (29).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |