«Ҫӗрулми пуҫтарма кайма тухрӑмӑр та», — тесе шӑнкӑравларӗ __Комсомольски районӗ|Каҫал тӑрӑхӗнче__ отпускри пӗлӗшӗм. Чӑн та, хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Юпа уйӑхӗн ҫуррине ҫывхаратпӑр та, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинче паян кун та тар тӑкнине илтсен тӗлӗнмелле пек те тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, кӑҫал ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май памарӗ те ҫак кунсенчи уяр кунсемпе усӑ курса юласшӑн.
Усӑ курма терӗмӗр те, чӑн та, пурин вӑйӗпе те усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсене те, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансене те паян хирте курма пулать. Вӗсем кӑна-и — республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем те __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ пӗр хуҫалӑха кайса кишӗр кӑларса пулӑшнӑччӗ.
__Комсомольскинче__ кӑна мар, ытти районта та уя тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансене кӑларнӑ. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Улатӑр тӑрӑхӗсенче те ҫавӑн пекех. Юпан 11-мӗшӗнче вӑл енчи ӗҫ-пуҫпа паллашма Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев тухса кайнӑ. Сӑмах май, район администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче, социаллӑ учрежденисенче тата ытти сферӑра тӑрӑшакансемпе пӗрлех Гостехнадзор инспекторӗсем те хирте ӗҫленӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2625607|**Сӑнсем**__ (18)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |