Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх-чӗрлӗх фермисене хӗле хатӗрлессипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте шартламана кӗтсе илме хатӗр те ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте ӑна-кӑна тумалли вак-тӗвексем пур-ха.
Ӗҫе вырӑнсенче епле йӗркеленине район шайӗнчи комисси тӗрӗслесе ҫӳрет. __Красноармейскинче__ те ҫаплах. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл «Красное Сормово» (чӑв. ~~Хӗрлӗ Сурӑм~~) тулли мар яваплӑ обществӑна кайса курнӑ. Унта 200 пӑру тытмалӑх вите юсассипе тар тӑкаҫҫӗ иккен. Шӑратса ҫыпӑҫтармалли ӗҫ-пуҫ кӑна юлнине пӗлтернӗ-мӗн вырӑнтисем. __Яманакри__ сӗт-ҫу ферминче вара хӗле кӗме хатӗр. Апат та ҫителӗклех: 3,3 пин тонна сенаж; 1,1 пин тонна куккурус силосӗ тата 300 тоннӑна яхӑн утӑ хатӗрленӗ. Паянхи кун кашни ӗнерен талӑксерен вӑтамран 15 килограмм сӗт суса илеҫҫӗ-мӗн.
«Волит» тулли мар яваплӑ общество выльӑхӗсен те хӗллехи кунсенчен шикленме сӑлтав ҫук. «Караево» хуҫалӑх та __Кӳлхӗрринчи__ сӗт-ҫу ферминче тӑрӑшсах ӗҫлет иккен — вак-тӗвек юсав кӑна юлнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=news&id=2624621|**Сӑнсем**__ (4)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |