Ҫапли-ҫапла та, анчах вӗҫӗнчен шутласан. Томск хула мэрне ӗнер, юпан 13-мӗшӗнче, вырсарникун суйланӑ. Томск облаҫӗн Чӑваш культура автономине 18 ҫул ертсе пыракан Тутарстан чӑвашӗ пурӗ те 0.71% (2 500 ытла ҫын!) сас ҫеҫ пухма пултарнӑ. Суйлав фондӗнче унӑн пӗр пус та пулманнине шута илсен, тен, ку кӑтарту пӗчӗкех те мар.
Томск мэрӗ пулассишӗн __/news/3952.html|пурӗ 8 кандидат__ тупӑшнӑ. Ҫӗнтерессе вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен тӑратнӑ Иван Кляйн мала тухнӑ — вӑл пурӗ 62,23% пуҫтарнӑ иккен. Суйлава пурӗ Томск хула ҫыннисенчен 20,80% ҫеҫ хутшӑннӑ пулать.
Мульдияров Яков Ярушкович __Тутарстанри__ __Элмет районне__ кӗрекен Багряж ялӗнче ҫуралнӑ. Томска вӑтам шкул пӗтерсессӗн куҫнӑ — кунта вӑл ҫурт-йӗр тӑвӑт институтӗнче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ ҫурт-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫре тӑрмашнӑ. Хальхи вӑхӑтра 62 ҫулхи Яков Мульдияров Томск ҫумӗнчи Кисловка посёлокӗнче пурӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |