«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки __Августа Уляндина__. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл Стерлӗ, Ӗпхӳ, Пелепей хулисенче тата Толбаза тата Пишпӳлек ялсене ҫитӗ. Концерт умӗн вӑл вокал ӑсталӑхне ӑша илтермелли мастер-классем ирттерӗ тата 35 ҫулчченхи юрӑҫсен кастингӗ пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |