«Чун юрланӑ чух». Ҫак ятпа __Етӗрне районӗнчи__ Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Манӑн ҫулсем — манӑн пуянлӑхӑм» девизпа йӗркеленӗ мероприятие районта пухӑниччен ял тӑрӑхӗсенче утӑ–авӑн уйӑхӗсенче тӗрлӗ жанрлӑ уявсем ирттерсе пултаруллисене палӑртнӑ. Кам мӗнле пултарать, хӑйӗн пултарулӑхне ҫавӑн пек кӑтартнӑ: хӑшӗсем хӑйсем кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ, сӑввисене вуланӑ, хут купӑспа вылянӑ, такмак каланӑ.
Фестивале Валентина Семяхина ертсе пыракан «Калинка» халӑх ансамблӗ уҫнӑ. Мероприятие __Етӗрне__ хулин тата ялӗн, ҫавӑн пекех Хучаш, Кӑкшӑмри, Кивӗ Тинкешри, Пӗрҫырланти, Мӑн Явӑшри, Пушкӑрт сали тӑрӑхӗсенчи маттурсем пуҫтарӑннӑ.
Илемлӗ вулассипе __Хучашри__ Николай Ефимов ҫӗнтернӗ. Хор ансамблӗсенчен __Пӗрҫырланти__ «Сар Ен» халӑх фольклор ушкӑнне ҫитекен тупӑнман. Вокалистсенчен Хучашри Алевтина Соколова мала тухнӑ. Кунсӑр пуҫне ытти номинаципе те хавхалантарнӑ.
Районта ҫӗнтернисем халӗ __Ҫӗмӗрлере__ ҫитес уйӑхра иртекен республикӑри фестивале тухса кайма хатӗрленеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |