__Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Тӗнсӗр__ ялта пурӑнакан ҫирӗм ҫулхи каччӑ психика чирӗсене сиплекен пульница сӑлтавсӑр лекмен ӗнтӗ. Ӑна социаллӑ тетелте экстремизмлӑ шухӑшлӑ материала вырнаҫтарнишӗн айӑпланӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ материал халӑхсем хушшинчи танмарлӑха ҫутатнӑ, вулаканта курайманлӑх, хирӗҫӳ туйӑмӗсене ҫуратнӑ.
Полици ӗҫченӗсем яша кӗске вӑхӑт хушшинче тупма пултарнӑ, ӑна хирӗҫ вара пуҫиле ӗҫӗ пуҫарса янӑ. Судпа психиатри экспертизине тунӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк ӑс-тӑн енӗпе пӑсӑлни палӑрнӑ.
Ҫапла майпа 20 ҫулхи ялти ҫамрӑка психиатри станционерне сипленме яма йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |