ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир __/news/4125.html|маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ__. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — **16 сехетре**.
Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва __Чӑваш наци конгресӗн__ пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |