__Чӑваш наци конгресӗн__ Аслӑ пухӑвӗ пуҫтарӑниччен эрне ытларах ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл ҫитес шӑматкун юпан 26-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак кунсенче влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те хӑйсем кама кӑмӑлланине пӗлтернӗ пулас — Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ЧНК Президенчӗ пуканӗ ҫинче «ТУС» компанин ертӳҫине Николай Угаслова курасшӑн. Кандидачӗпе хӑйӗнпе те калаҫнӑ пулать, лешӗ хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ (пӗлме: ӑна малтанах лартасшӑн пулнӑ, анчах Николай Фёдорович вӑл вӑхӑтра хӑй килӗшмен).
ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эрне ытларах юлнине шута илсе эпир ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — __/iytam/12.html|**ЧНК Президентне эсир кама суйланӑ пулӑттӑр?**__ Пурӗ 7 кандидата вырнаҫтартӑмӑр (кунта алфавит йӗркипе): Архипов Геннадий Николаевич, Клементьев Валерий Леонидович, Лукоянов Николай Егорович, Оринов Вячеслав Николаевич, Портнов Константин Петрович, Угаслов Николай Фёдорович, Яковлев Константин Геннадьевич.
Эсир сасӑланине шута илмӗҫ пулин те пирӗн сайт хӑнисем епле шухӑшланине палӑрнине те уҫӑмлатма вӑхӑт ҫитрӗ пуль тетпӗр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |