Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче __Анатолий Хмыт__ пьесипе лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» ҫӗнӗ спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ __Иван Иванов__ лартнӑ. Сценине илемлетессишӗн чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов тӑрӑшнӑ.
Пьеса авторӗ пирки каласан, вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра вӑл __Шупашкарти__ шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телевиденийӗнче ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫар тивӗҫне унӑн Афганистанра пурнӑҫлама тивнӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл Афганистан темине суйласа илнӗ. Пӗр енчен, ун чухнехи самана чылай хыҫа юлнине кура вӑл хальхи вӑхӑтшӑн ҫивӗч мар пек те туйӑнӗ. Пытармастӑп, спектаклӗн пӗрремӗш пайне пӑхнӑ чух ҫавӑн пек туйӑм хамӑн та хуҫаланчӗ. Иккӗмӗш пайӗ вара, ӗҫ-пуҫ хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ вӑхӑт, чуна уйрӑмах тивет. Пьесӑн тӗп шухӑшӗ ятӗнченех паллӑ — мул мала тухса тӑнӑ самантра пурнӑҫри ытти хаклав чакни.
Спектакльте тӗрлӗ ӑрури артистсем вылярӗҫ. Ҫав шутра СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__ та пулчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |